Ака уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Куславкка районӗнче ӳсӗр водителе тытса чарнӑ. Турра шӗкӗр, вӑл ҫул ҫинчи инкеке лексе, ҫынсене амантса ӗлкӗреймен.
Асӑннӑ районта ҫул-йӗр инспекторӗнче ӗҫлекен Анатолий Макаров вӑл тӑрӑхри Елчӗк ялӗнче «ВАЗ-2107» автомобиле асӑрханӑ. Руль умӗнчи этем ӑна ӳсӗр пек туйӑннӑ.
Сисчӗвленни, чӑн та, тӗрӗс пулнӑ. 22 ҫулти водитель хӗрӗнкӗ пулнӑ, унӑн водитель прави те пулман. Унта та ытларах — вӑл ют ҫын машинине тытса пынӑ. Автомбильпе ҫула тухма каччӑна хуҫи ирӗк паман иккен. Ҫамрӑк каччӑ машинӑра уҫӑ пуррипе усӑ курнӑ имӗш.
Ют ҫын машинине хӑваласа тарнӑ тесе 22 ҫулти каччӑ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Сӑмах май, автомбиль салонӗнче пневматика пистолёчӗ выртнӑ. Вӑл камӑнне йӗрке хуралҫисем палӑртӗҫ.
Куславкка район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулма Алексей Людкова шаннӑ. Кун пек йышӑнӑва Депутатсен районти пухӑвӗн ӗнер, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, иртнӗ черетсӗр ларӑвӗнче йышӑннӑ.
Людковпа контракта Куславкка районӗнчи Дпутатсен ҫиччӗмӗш созыври пухӑвӗ вӗҫленичченхи вӑхӑт таран алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Должноҫе пурнӑҫлама ҫӗнӗ пуҫлӑх паян, ака уйӑхн 1-мӗшӗнче, кӳлӗннӗ.
2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа Куславкка районӗн администрацине Фирдавиль Искандаров ертсе пынӑ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче вӑл хӑйне ӗҫрен кӑларма ыйтса заявлени ҫырса панӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Куславкка хулинчи 32 ҫулти ҫын тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫе тӗпчесе пӗтернӗ.
Пакунлисем пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач уйӑхн 9-мӗшӗнче Куславккара ҫав этем 45 ҫулти арҫынпа урамра паллашнӑ. Ӑна эрех туянса пӗрле ӗҫме сӗннӗ. Усал шухӑшлӑ ҫыннӑн хваттерӗнче эрех ӗҫнӗ вӑхӑтра арҫынсем хушшинче харкашу пуҫланса кайнӑ. Тӗрмерен 9 кун каялла тухни (колонирен ӑна 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче кӑларнӑ) ҫӗнӗ пӗлӗшне тапса-ҫапса пӗтернӗ. Шар курни тепӗр кунне реанимацире вилнӗ.
Ҫывӑх вӑхӑтра Куславкка арҫынни черетлӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларӗ. Унччен вӑл тӗрмере 13 ҫула яхӑн ларнӑ.
Чӑваш Енре ҫул-йӗре юсама тата ҫӗннисене хута яма нихӑҫанхинчен ытларах укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Влаҫ органӗсен порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче 1,6 миллиард тенкӗ ытларах уйӑрма йышӑннӑ. Ҫапла фонд 7,1 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. Кун пекки хальччен пулман. Танлаштармашкӑн: пӗлтӗр ҫул-йӗр фончӗ 5,8 миллиард тенкӗпе танлашнӑ. 2017 ҫулта - 4,8 миллиард тенкӗпе.
Кӑҫал ку укҫапа 370 ҫухрӑм ҫула юсӗҫ, 15,5 ҫухрӑм ҫӗннине хута ярӗҫ. Шупашкарти Граждан урамне туса пӗтерме, Лапсар проектне пуҫӑнма, Сӗнтӗрвӑрри тата Куславкка районӗсене ҫыхӑнтаракан ҫула хута яма, Етӗрне тавра каймалли ҫула вӗҫлеме палӑртнӑ.
Чӑваш Енри Куславкка районӗ пуҫлӑхсӑр тӑрса юлнӑ. Муниципалитетӑн пуҫлӑхӗн тилхепине тытса пынӑ Фирдавиль Искандаров хӑйӗн ӗҫӗнчен вӑхӑт тухиччен кайнӑ. Унӑн заявленине Депутатсен районти пухӑвӗ хӑйӗн черетсӗр ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ.
«Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Искандаров ӗҫрен хӑйӗн кӑмӑлӗпе хӑтарма ыйтса заявлени ҫырса панӑ. Куславкка районӗн администрацине вӑл 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнченпе ертсе пынӑ.
Хальхи вӑхӑтра пуҫлӑх тилхепине Алексей Людков тытса пырать.
Чӑваш Енри икӗ районти хӗрарӑм йӗрке хуралҫисен аллине эрех сутнӑран ҫакланнӑ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче, Шалти ӗҫсен министерствин Куславкка районӗнчи пайӗн участокри уполномоченнӑйӗ Энтри Пасар ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм спирт шӗвекӗ сутнине тупса палӑртнӑ. Муркаш районӗнче те ҫавӑн пек тӗслӗх пулнӑ. Унти Шетмӗпуҫ ялӗнче 62 ҫулти хӗрарӑм эрех сутни ҫиеле тухнӑ.
Саккуна пӑсса эрех сутакансене явап тыттарӗҫ. Ҫынсене вара алӑран туянма сӗнмеҫҫӗ, мӗншӗн тесен суррогатпа наркӑмӑшланса вилме те пулать.
Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ: арҫын Куславкка районӗнче Атӑл ҫинче юрҫӳренпе кӗрсе ларнӑ.
Арҫын хӑй тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсенех чӗнме тивнӗ. Лешсем ун патне ҫийӗнчех ҫитнӗ, юрҫӳрене кӑларма пулӑшнӑ. Кайран вӗсем арҫынна ҫыран хӗрринех ӑсатса янӑ.
Сӑмах май, кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе транспорта пӑр ҫине тухма чарнӑ. Йӗркене пӑссан штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ахаль ҫынсен 3 пин тенкӗ тӳлемелле, должноҫри ҫынсен – 5 пин, юридици сӑпачӗсен вара – 10 пин тенкӗ.
Кӑҫал Республика кунӗ хӑш районта иртессине палӑртнӑ. Вӑл – Куславкка районӗ. Паллах, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта та уяв пулӗ.
Республика кунӗнче 30 ытла мероприяти иртмелле. Ҫав йышра, паллах, фейерверксен «Асамат» фестивалӗ те. Анчах юлашки икӗ ҫулта пандемие пула уяв ячӗпе салют яман.
Аса илтерер: 2019 ҫулта Республика кунӗ 2019 ҫулта - Улатӑр районӗнче, 2020 ҫулта – Хӗрле Чутай районӗнче, 2021 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнче иртнӗ.
Раҫҫейре пӗчӗкрех ялсемпе хуторсене, кишлаксемпе аулсене те интернет ҫыхӑнӑвӗ ҫитерес ӗҫ малалла пырать.
Пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнче 100 ҫынран пуҫласа 500 ҫын таран пурӑнакан ялсене те тӗнче тетелне тухма май туса пама тытӑнчӗҫ.
2021 ҫулта Чӑваш Енри 5 пӗчӗк яла интернет ҫитернӗ. Кӑҫал пирӗн республикӑра 4G ҫыхӑну интернет ҫыхӑнӑвӗ ҫук ялсенчен 10 процентран кая мар вырӑна ҫитмелле.
Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче ҫак енӗпе сасӑлав та йӗркеленӗ. Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче интернет ҫыхӑнӑвӗ кирлӗ тесе 144 ҫын сасӑланӑ, асӑннӑ районти Моҫҫакасси ялӗшӗн — 89-ӑн, Куславкка районӗнчи Криушшӑн — 81-ӗн, Муркаш районӗнчи Вӑрманкассишӗн — 53-ӗн, Шупашкар районӗнчи Криккакассишӗн — 46-ӑн.
Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫул каҫхине арҫын ҫухалнӑ. Унтанпа ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ку хыпара «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку хыпара ШӖМ те ҫирӗплетнӗ.
54 ҫулти Юрий Жигалев раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑннӑ. Нимеҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын республикӑри кирек хӑш районта е хулара пулма пултарать.
Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, шакла вырӑнсем пур, куҫӗ хӑмӑр. Килтен тухса кайнӑ чухне арҫын хура куртка тӑхӑннӑ пулнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |